Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Илле Илем

Илле Илем (чӑн ячӗ — Семенов Илья Семенович) — чӑваш сӑвӑҫи, вӗрентекен, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер.

Пурнӑҫӗ

Семенов Илья Семенович 1923 ҫулта Чӑваш АССР Канаш районӗнчи Кивӗ Шелттем ялӗнче ҫуралнӑ.

Пуҫламӑш пӗлӗве Кивӗ Шелттемри пуҫламӑш шкулта илнӗ. Малалла Ҫӗнӗ Вӑрӑмри ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкулта пӗлӳ пухнӑ. 1937—1940 ҫулсенче Канашри педагогика училищинче вӗреннӗ, ӑна ӑнӑҫлӑ вӗренсе пӗтернӗ.

1940 ҫулта диплом илсен Канаш районӗнчи Атнашри ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкулта пуҫламӑш класс вӗрентекенӗ пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. Ҫак ӗҫре ҫара кайиччен тӑрӑшнӑ.

1942 ҫулхи нарӑсра ӑна Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарӗн ретне илнӗ. Нимӗҫ-фашист захватчикӗсене хирӗҫ ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Пӗр ҫапӑҫура пуҫӗнчен йывӑр аманнӑ. Нумай вӑхӑт госпитальсенче сипленнӗ. Госпитальтен тухсан малалла сывалмашкӑн ӑна тӑван ене янӑ, анчах таврӑннӑ хыҫҫӑн эрнерен суранӗсем йывӑрланнӑран вилнӗ. Ӑна Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шелттем ялӗнче пытарнӑ.

Пултарулӑхӗ

Литература пултарулӑхӗпе шкулта вӗреннӗ ҫулсенчех ӗҫлеме тытӑннӑ. Малтанхи сӑввисене 1936 ҫулта Канаш район хаҫатӗнче — «Социализмшӑн» хаҫатра — «Илле Илем» псевдонимпа пичетленӗ. 1940 ҫулта ҫак хаҫатрах унӑн тата виҫӗ сӑвви тухнӑ.

Илле Илем поэзийӗн тӗп темисем — тӑван ене, чӑваш ҫутҫанталӑкне юратни, патриотизм тата Тӑван Ҫӗршыва сыхлакансен хастарлӑхӗ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче унӑн сӑввисенче тӑшманпа кӗрешес, совет салтакӗн ҫирӗплӗхӗпе ҫӗнтерӗве ӗненес тема палӑрать.

Паллӑ сӑввисем

  • «Савни парни»;
  • «Артиллерист сасси»;
  • «Володя сӑмахӗ»;
  • «Тӑшмана — вилӗм»;
  • «Боец ҫӗнтерӳҫӗ тунӑ тус»;
  • «Каҫхи улӑх»;
  • «Пирӗн хӑват»;
  • «Пулеметчик».

Астӑвӑм

Поэта халалласа «Е. Анисимов ячӗллӗ Шелттемри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул» МБВУ-ре унӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне сӑнлакан стенд йӗркеленӗ. Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шелттем ял вулавӑшӗнче сӑвӑҫ ҫинчен калакан альбом-папка хатӗрленӗ, унта унӑн сӑвӑ пуххи, ҫырӑвӗсем, тӑванӗсемпе ял ҫыннисен аса илӗвӗсем кӗнӗ.

2011 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Кивӗ Шелттем ялӗнче, сӑвӑҫ ҫуралса ӳснӗ ҫуртра, астӑвӑм хӑмине уҫнӑ. Мероприятире район тата ял администрацийӗн ҫыннисем, ветерансем, тӑванӗсем, ял ҫыннисемпе шкул ачисем хутшӑннӑ.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-08-27 10:36:55 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем